АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турă каçартăр пире - чунсăрсене

20 ноября 2008 г.

Хĕвел ăшă пайăркисемпе çĕр питне çупăрлама пуçлать çеç, ача-пăча площадки пепкесен хаваслă сассипе тулать. Мĕн кăна тумаççĕ кунта шăпăрлансем - аякран пăхсан хăйăр купи мар, чăн-чăн кăткă тĕмески тейĕн. «Чĕвĕлти» халăх мĕн ĕçленине пăхса тăма еплерех кăсăклă тата... Шăпах çакăнта паллашма тÿр килчĕ Верăпа.

- Санăн тăмсай ывăлу пĕчĕк хĕрĕме куçĕнчен хăйăрпа лектерчĕ. Халех илсе кайнă пултăр ăна кунтан, тăн-тансем валли мар ку площадка! - сурчăкне сирпĕтсех кăшкăрашма пуçларĕ пĕр хĕрарăм. Виçă-тăватă çулсенчи шĕвĕрсемпе пĕрле хăйăр купи çинче вуннăри арçын ача чакаланнине асăрхарăм. Палламан хĕрарăм кĕтмен çĕртен çухăрашма тытăннăран шартах сикрĕ хайхи, хÿтлĕх шыраса амăшĕ çумне лăпчăнчĕ. Ыттисенчен çулĕпе çеç мар, тыткаларăшĕпе те, сăн-пичĕпе те урăхларах-мĕн. Вăл Даун чирĕпе аптрать.

- Институтра пĕрремĕш курсра вĕреннĕ чухне качча тухрăм эпĕ. Олег мăшăрăм та хам пекех студентчĕ. Общежитире пурăнаттăмăр, укçа-тенкĕрен хĕсĕкрехчĕ. Мĕн тăвăн, студент шăпи çапла... Ача - çемье тыткăчи, пурнăç тĕллевĕ тесе ахальтен каламаççĕ. Икĕ çултан эпир те пĕчĕк пепке пирки шутлама пуçларăмăр. Амăшĕ пулас, хамăн чун тĕпренчĕкне алăра тытса йăпанас туйăмсем аталансах пычĕç, вĕсен асамлă вăйĕ умри йывăрлăхсенчен те хăватлăрах пулчĕ. «Эппин, эпир те йыш хушма «пиçсе çитрĕмĕр», пурнăç тени нихăçан та пĕр тикĕс килмест - паян япăх та ыран лайăх, ача çав-çавах ÿсет», - шутларăмăр мăшăрăмпа.

Хăй темле тăрăшсан та пăлханăвне пытараймарĕ, куççулĕ капланса килчĕ. Вĕт-шакăр йăшăлтатакан хăйăр купи çине куç илмесĕр тинкерчĕ вăл, тарăн шухăша путрĕ. Ывăлĕ кĕпе аркинчен туртма пуçласан çеç ăшшăн кулса ячĕ хĕрарăм, ачана çĕклерĕ те хыттăн кăна çупăрласа чуп турĕ.

- Йывăр çын пулнă чухнех тĕлĕнмелле тĕлĕк куртăм эпĕ. Тем çÿллĕш кантăк пусма тăрăх хăпаратăп пек. Сасартăк пусма чалăшса кайрĕ. Умра тĕпсĕр шăтăк, сиксе каçма вара хăратăп. Унччен те пулмарĕ, мана хирĕç пĕр каччă тухса тăчĕ. Сăнаса пăхатăп та, Даун чирĕпе чирлет иккен! Пичĕ-куçĕ нĕрсĕр, лапчăк сăмсаллă, çăварĕ уçăлса тăрать. Хайхи мана аллине тăсса пачĕ. Эпĕ вара вăрт! çаврăнтăм та пусма тăрăх каялла анма пикентĕм. «Ан кай, аллуна пар мана. Эсĕ те кайсан кампа юлăп? Кунта урăх никам та çук», - илтĕнчĕ хыçран унăн пăлханчăк сасси. Хăраса вăранса кайрăм. Хам мĕн тĕлленнине никама та каласа памарăм. Усал тĕлĕке хăвăртрах манас, пăтранчăк шухăшсене пуçран кăларса пăрахас килчĕ...

Ывăлăма çăмăллăнах çуратрăм. Сăмах май, йывăр çын чухне те пульницара выртса курман. «Чăн-чăн паттăр парнелетĕн ĕнтĕ мăшăрна», - шÿтлетчĕç тухтăрсем. Анчах тем пек ыйтсан та пĕчĕк «паттăра» хама кăтартмарĕç.

«Шел, сирĕн ывăлăр ытти ачасем пек мар, вăл ăс-тăн енчен кирлĕ пек аталанаймĕ. Сыватма шанăç çук», - терĕ тухтăр.

Каярах Миша Даун чирĕпе çуралнине пĕлтĕм. Тухтăрсем ывăла хăварма сĕнчĕç - кун пек ачасенчен çын пулмасть, нуши-терчĕ вара тем чухлех имĕш. Тăхăр уйăх чĕре айĕнче йăтса çÿресе чун панă тĕпренчĕкĕме пăрахса хăварма епле алă çĕклентĕр ĕнтĕ. Унра сан юну, чуну, пурнăçу... - калаçăвне тăсать Вера. - Мишăран самантлăха та уйрăлма çукчĕ, пĕр çыннăн яланах ун çумĕнче лармаллаччĕ. Çавăнпа ĕçе те тухаймарăм.

Атте-анне инçетре, ача пăхакана тара тытас - укçа çук. Олегăн инженер шалăвĕ ним тума та çитместчĕ. Ывăла инвалидноçшăн паракан пенси укçийĕ ячĕшĕн çеç. Суймастăп, тепĕр чух çăкăрсăр та ларнă. Ăшаланă çĕр улми, пăрçа яшки пирĕншĕн паха апат шутланнă. Тем пек йывăр пулин те каялла чакман. Миша çавăн пек çуралнишĕн нихăçан та ÿпкелешсе вăрçăнман. Эпĕ те, ывăлăм та йывăр самантсенче упăшкан тĕревне яланах туйнă.

Каярах Олег тата тепĕр ĕçе вырнаçрĕ. Эпĕ те подъездра урай çăваттăм, Миша яланах хампа пĕрлеччĕ. Хĕрхенетчĕç пире кÿршĕсем, пулăшма тăрăшатчĕç - ывăлăма час-часах канхвет-пĕремĕкпе сăйлатчĕç, ачисенчен юлнă япалисемпе теттисене пырса паратчĕç. Куншăн эпĕ вĕсене тем пекех тав тăватăп...

Çапах та сăмахăм кун пирки мар. Миша вунă çулта çеç-ха, çапах та паянхи çынсен мăн кăмăллăхĕпе чунсăрлăхне сахал мар курнă. Чылайăшĕ хăйсенчен урăхларах ачана асăрхасан темшĕн хăраса каять, «сăнсăр», «ухмах», «тăн-тан» тесе кÿрентерет. Нивушлĕ çакăн йышши йывăр сăмахсемпе перкелешме юрать? Вĕсем çине пăхатăп та, манăн «тăмсай» ывăлăм вĕсенчен темиçе хут ăслăрах иккенне куратăп. Пĕринче акă Мишăпа парка уçăлма тухрăмăр. Ывăлăм кăвакарчăнсен ушкăнне курчĕ те вĕсем патне ыткăнчĕ. Çак самантра çурт кĕтессинчен пĕр чиперкке тухрĕ. «А-а! Илсе кайăр ман умран ку сăнсăра!» - кăшкăрса ячĕ вăл, Миша çине пăхса аллисемпе сулкалашма пуçларĕ. Чăтаймарăм. «Манăн ывăлăн Даун чирĕ, эсир вара мĕнпе чирлетĕр?» - ыйтрăм унран. Хĕрарăм сăмсине каçăртса хучĕ те нимĕн чĕнмесĕр малалла утрĕ. Шел пулин те, кун йышши самантсем тем чухлех, - кÿренĕвне пытараймасть Вера.

Ăçтан пытартăр ĕнтĕ? Ахаль те ывăлĕ çавăн пек пулнишĕн вутра çунать амăшĕн чунĕ, çитменнине тата пур енчен те чĕрене тивекен сăмахсем ыткăнаççĕ. Нивушлĕ пирĕн чунсем çав тери чулланнă? Нивушлĕ эпир пĕр-пĕрне илтми, пĕр-пĕрин хуйхине курми суккăрланса ларнă?..

- Пурпĕрех эпĕ хама телейлĕ çын тесе шутлатăп, Миша çакăн пек пулнишĕн пĕрре те намăсланмастăп. Ывăлăм халĕ вуннăра. Паллах, ăсĕ-тăнĕпе пилĕк çулти ачапа çеç танлашать. Унăн чирне шута илсен ку япăхах та мар. Миша питĕ тарават, ырă. Юрă-кĕвĕ юратать. Килте ларакан кивĕ фортепьянăпа выляма хăтланкалать, - пуçĕнчен çепĕççĕн шăлса ывăлĕпе мухтанать Вера. - Çак пĕчĕк черчен чун мана хама та тĕпрен улăштарчĕ, пурнăç çине урăхларах куçпа пăхма вĕрентрĕ. Эпĕ хÿтĕлемесен кам хÿтĕлĕхĕ-ха ăна? Савăнма, пурнăçа юратма кам вĕрентĕ? Çавăнпа пулĕ çак сăваплă ĕçе Турри мана шанса панă, - тет хĕрарăм.

Вера пек чăтăмлă, тĕлĕнмелле ырă туйăмлă çынсем паян питĕ сайра. Мĕн чухлĕ сывă пепке ача çурчĕсенче ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр ÿсет? Ывăлĕ-хĕрне çуратса кушак çури евĕр çÿп-çап шăтăкне пăрахса хăваракансем те пур, сывă ачана çапса, хĕнесе сусăрлатакан та чылай. Ĕçкĕç ашшĕ-амăшĕ çумĕнче тăлăххăн ÿсекенсем мĕн чухлĕ тата? Акă вăл пирĕн илемлĕ, ăслă-тăнлă çынсен сăн-сăпачĕ. Эпир, çакăн пек чаплăскерсем, çынна кÿрентерме, сивĕ сăмахпа хăртма хăрамастпăр, хамăра Турă вырăннех хуратпăр-тăр. Анчах ăçта илсе çитерĕç-ши пире çакăн пек чунсăрлăхпа мăн кăмăллăх? Шухăшлаттарать...

Сăмах май, вăйлă аталаннă çĕршывсенче халăха сыввисемпе сусăррисем çине нихăçан та уйăрмаççĕ, вĕсен прависене пĕр тан хÿтĕлеççĕ. Çакă инвалида пурнăç çине урăхла куçпа пăхма, хăйне халăх хушшинчи пек, унăн пĕр пайĕ пек туйма пулăшать. Тĕслĕхрен, ют çĕршывсенче çуртра лифт пулмасан инвалидсене коляскăпа çăмăллăн хăпарса анма ятарлă вырăн хатĕрлеççĕ. Автобуса кĕрсе тухасси те вĕсемшĕн йывăрлăх мар, хăйсемех май тупаççĕ - йăлтах шутласа, пăхса хунă. Пирĕн вара уксах-чăлахăн урама тухса кĕмессерен кашни картлашкана шутлама тивет. Транспорт пирки сăмах хускатма та кирлĕ мар.

Германире акă халăха пĕр тĕвве пĕтĕçтерес ĕçе ача сачĕсенчен пуçлаççĕ. Мĕн акатăн, çавă шăтать текен каларăш тĕпре. Ачан тавра курăмĕпе ăс-тăнне тĕрĕс аталантарас, пур çынна та пĕр пек юратма, хисеплеме вĕрентес тĕллевпе ача сачĕсене сывă пепкесемпе танах сусăррисене илеççĕ. Пĕр çемьери пек тачă хутшăнса выляса ÿснĕрен сывă ачасем сусăррисенчен ютшăнма пăрахаççĕ, вĕсене хăйсемпе тан хураççĕ. Çакă питĕ хаклă: вăл чирлĕ çыннăн чунне сывалайми аманассинчен сыхласа хăварать, малашлăха çутăрах, илемлĕрех тăвать.

Н. Степанова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика