АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Капкăн»: çĕнĕ номер

20 августа 2008 г.

Пурнăçпа тан утма тăрăшать Капкăн. Июлĕн 1-мĕшĕнче çул-йĕр йĕркисене тÿрлетÿсем кĕртнине пурте асăрхарĕç-тĕр. Уголовнăй Кодексра та улшăнусем пулĕç: РФ Правительствин президиумĕ ĕçнĕ водитель айăпĕпе çын вилнĕшĕн е унăн сывлăхне пысăк сиен кÿнĕшĕн уголовнăй яваплава ÿстерме йышăнчĕ. Шăп çак çĕнĕлĕхсем сăнланнă та 7-мĕш номерĕн хуплашкипе иккĕмĕш страницинче. С. Мягковпа Э. Дышаев карикатурисенче тата «0, 3 промиллене мĕнпе «çыртса ĕçмелле?» материалта уçса панă асăннă темăна.

Номерте çавăн пекех «Капкăнăн» çĕнĕ конкурсĕ, «Саваламан сак çине», «Ах, анчах», «Елчĕк енче пултăмăр - акă мĕн-мĕн куртăмăр» ярăмсем пичетленĕ. Яланхи пекех «Халап хыççăн халап», «Тĕнчере... тĕрлĕрен кĕнчеле», «Çÿпçипе хупăлчи», «Шăпăрлансем, шăхличсем», «Пултаракансемпе култаракансем», «Хаваслă хăнасем», «Култармăш-тултармăш», Капкăн каçмăш пур.

Вулакансем А. Казанов, Микиш Павăлĕ, Афино Генов, А. Юман, Н. Теветкел, А. Нестерова, Алек Сандров, З. Сывлăмпи, Лев Саламат, Л. Сарине, А. Смолин сăвви-калавĕпе, шÿчĕ-тăрăхлавĕпе тата ытти хайлавĕпе те кăсăклансах паллашасса шанас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика