АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хире пĕр комбайн тухни вырма мар-ха

20 августа 2008 г.

Кăçал нихçанхинчен парка ÿснĕ тĕш тырра мĕнпе пухса кĕртĕпĕр?

Тулă çакнашкал тухăçлă çитĕнни çĕршывра юлашки 30 çул пулман. Савăнмалла, паллах, анчах та ăна пухса кĕртме ансатах мар. Хресченсене техника çитменни питĕ чăрмантарать. Ял хуçалăх министерстви хальтерех пĕлтернĕ тăрăх, Раççейри мĕнпур комбайнсен 20 проценчĕ ĕçлеме юрăхсăр. Çавна май вырма вăрăма тăсăлас хăрушлăх пур. Ĕçсем кал-кал пырсан аптрамăпăр та, тен. Шутланă пек йĕркеллĕ ĕçлеймесен вара? Тухăç чакĕ, çĕршыв планпа пăхнинчен сахалрах тĕш тырă пухса кĕртĕ, çăкăр хакĕ каллех çÿлелле сикĕ. Тыр-пула çухатасран сыхланса министерство техникăна пĕр регионран теприне куçармалли тактика туса хатĕрленĕ. Анчах та çакна тума вăхăт кирлĕ. Вăхăт вара - укçа. Çавăнпа та хире нумай чухне шанчăксăр, япăх техникăпах тухма лекĕ.

Анчахрах ял хуçалăх министерствин наукăпа техника тата вĕрентÿ департаменчĕн директорĕ Леонид Орсик хăрушă статистикăпа паллаштарнă: çĕршывра мĕнпур ял хуçалăх техникин иккĕ виççĕмĕш пайĕн кăлтăксем. Мĕншĕн?

- Мĕншĕн тесен ăна колхозсенче юсанă. Вася механик унтан-кунтан пăхкаланă, хытаркаланă, механизм ĕçне йĕркеленĕ те - хатĕр. Мĕскĕн техники аран-аран тĕтĕм кăларса шăвăнкалать, - ăнлантарнă Пĕтĕм Раççейри наукăпа тĕпчев институчĕн профессорĕ Валентин Лялякин.

Çак йĕркесĕрлĕхĕн сăлтавне те ăнланмалла ĕнтĕ: хресченĕн профессиллĕ юсав валли укçа çук. Лизинг программипе трактор е сеялка туянма вăл вăй çитереет-ха. Юсама вара пултараймасть. Çавăнпа та чылай чухне уй-хире сусăр, уксахлакан техникăпах тухма тивет. Вĕсем те пулин «хисеплĕ канăва» каймаллискерсем.

- Совет влаçĕ вăхăтĕнче пирĕн техника паркĕ кирлинчен те пуянрахчĕ. Халĕ эпир вĕсемпе усă курса ака-вырма ĕçĕсене вăхăтра тата йĕркеллĕ тума ĕлкĕркелесе пыратпăр - тенĕ «Совэкон» аналитика центрĕн ĕç тăвакан директорĕ Андрей Сизов.

Çапах та эксперт кăçал ял хуçалăх техники çитменнипе е юрăхсăра тухнипе пысăк йывăрлăхсем пулмасса шанать.

- Çанталăк условийĕсенчен те çав тери нумай килет. Хальлĕхе ку енĕпе лайăхах-ха. Анчах та кам пĕлет, темĕнле тĕлĕнтермĕш хатĕрлесе хунă çанталăк? Çавăнпа та ыранхи куна çирĕп шанса тăма Раççее ăслă таможньăпа тариф политикисĕр пуçне ял çыннисене йÿнĕрех кредит илмелли, хăйсен продукцине посредниксемсĕрех вырнаçтармалли майсем кăна мар, хальхи хăватлă техника та çителĕклĕ кирлĕ. Унсăрăн хресченĕн çывăх вăхăтсенчех асатте меслечĕсемпе - лашапа, сÿрепе тата плугпа ĕçлеме тивĕ.

А. Аронов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика