АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » НАТО: «Çул - хĕвел тухăçнелле»

20 августа 2008 г.

Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсен патшалăх секретарĕ Кондолиза Райс Прагăра Чехи территорийĕнче радиолокаци станцийĕ вырнаçтарасси çинчен калакан килĕшÿ çине алă пуснă. Çак станци СШАн Хĕвел тухăç Европăри ракетăна хирĕçле оборона тытăмĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пайĕ. Черетре - Америкăн ракетăсене хирĕçле станцийĕсене Польшăра е Литвара вырнаçтарасси çинчен килĕшсе татăлса пичет çапасси.

Пирĕн океан леш енчи «стратегилле партнерăн» çак ĕçĕсем Раççейĕн стратегилле хăрушсăрлăхне тÿрремĕнех юнани пирки калама та кирлĕ мар. Ракетăна хирĕçле тытăм РФ чиккисене çывхарни Раççейĕн стратегилле ракетисен çулне хăвăртлăх пухма тытăннă чухнех - пĕтерме чи çăмăл вырăнта - пÿлмелли майсене нумай ÿстерет. Çавна пула Америкăн ядерлă хĕç-пăшала тытса чарас вăй-хăвачĕ Раççейĕннипе танлаштарсан палăрмаллах пысăкланать. Вашингтонра çакăн пирки тахçанах шухăшласа хунă курăнать. Ахальтен мар Раççее пирĕн нимĕнле мелпе те тĕп тума май çук тавăру хĕç-пăшалне «паритета пăхăнмалла» тесе пĕтерме хистенĕ. Халĕ Раççей «сатана» ракетăсене, чукун çул çинчен ĕçе кĕртмелли установкăсене тата шыв айĕнчи атомлă киммисене хăех тĕп тунă хыççăн вăл тарăхса калаçнине Вашингтонра та, Брюссельте те итлеме пăрахнă. Паян унта эпир хирĕçле мерăсем йышăнатпăр тесе хăратнинчен тăрăхласа шăл йĕреççĕ кăна. Дмитрий Медведев президент Прагăри килĕшÿ çинчен Японире, Пысăк сакăр патшалăхăн саммитĕнче илтнĕ хыççăн çапла каланă: Эпир çакăншăн каçăхса кайса кăшкăрашмăпăр, анчах та хирĕçле утăмсем тăвасси пирки шутлатпăр». Раççей Федерацийĕн ют çĕршыв ĕçĕсен министерствинче ку пулăма çапла ăнлантарнă: «Пĕрлешÿллĕ Штатсем стратегилле хĕç-пăшал элеменчĕсене Раççей территорийĕ çывăхнерех куçарса вĕсемпе пирĕн хамăра тапăннине тытса чарас вăй-хăвата чакарма усă кураççĕ пулас. Паллах, çак лару-тăрура Раççей те хăйĕн наци хăрушсăрлăхне юнанине хирĕç çавăн йышши мерăсемех йышăнать. Çакна вăл калаçусемпе мар, çарпа техника меслечĕсемпе тăвать».

Хĕвел анăçри «ĕçтешсем» питех те сехĕрленсе ÿкнĕ. Чехин ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕн çумĕ Томаш Пойяр çапла аса илтернĕ: Раççей НАТО Хĕвел тухăçне сарăлса пынă вăхăтсенче те, Югослави çине бомбăсем пăрахнă чухне те, США Ирака тапăнса кĕрсен те хирĕçле «çавăн йышши мерăсем» йышăнассипе хăратрĕ. «Эпир Раççей çавăн йышши мерăсемех йышăнасси çинчен пĕлтернине час-часах илтетпĕр. Эпĕ çакна чăнласах йышăнман пулăттăм».

Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсен оборона министрĕн пулăшуçи Джефф Моррелл çапла каланă: «Ман шутпа, Раççей хăратса калаçса çак тытăма хутшăннă европеецсен нервисене хавшатма хăтланать. Анчах та ĕç тухмĕ».

Хоккайдо утравĕ çинче Медведевпа тĕл пулнă хыççăн журналистсем Ракетăна хирĕçле оборона çинчен ыйтсан Буш РФ çĕнĕ президенчĕ «ăслă йĕкĕт» тесе хуравланă. Кунта çакна та каласа хăвармалла. Кремль хуçисем Горбачевран пуçласа Америка президенчĕсене пурте килĕшнĕ. Пурне те вĕсем хул пуççийĕсенчен лăпканă. Çавăн пек юлташла ачашлани Раççее мĕн хака ларнине 1994-2001 çулсенче Пĕрлешÿллĕ Штатсен патшалăх секретарĕн пĕрремĕш çумĕ пулнă Строуб Тэлбот аса илĕвĕсем лайăх кăтартаççĕ.

«1994 çулхи сентябрьте Ельцин Вашингтона вĕçсе килсен Клинтон ăна НАТО Хĕвел тухăçнелле сарăлса пыни Раççейшĕн хăрушлăх кăларса тăратмасть, «сивĕ вăрçă» чăннипех те вĕçленнине пĕлтерет тесе ĕнентерме шутласа хунă. Çав каç Ельцин питĕ ÿсĕрччĕ, отельте труççи вĕççĕн «Пицца! Пицца!» тесе çухăрса пÿлĕмрен пÿлĕме сулланса çÿрерĕ. Тепĕр кунне Шурă çуртри пĕрремĕш официаллă тĕл пулура вăл урăрахчĕ, анчах питĕ шăртланчăкчĕ. Пиçсе çитмен е ытлашшипех пиçсе кайнă нумай сĕнÿ тăратрĕ, «Ну, Билл, тавай, килĕш!» - тесе темиçе хутчен те каларĕ. Икĕ президент куçа-куçăн тĕл пулсан кăна Ельцин курнăçланма, хуçкаланма чарăнчĕ, вара тин Клинтон унпа малалла ĕçлеме пуçларĕ. Эпир Ельцин НАТО малашлăхĕ пирки калаçу хускатать пуль тенĕччĕ. Анчах та вăл апла тумарĕ. Клинтон хăйĕн ал тупанне Ельцин алли çине хучĕ, ун еннелле тайăлса çапла каларĕ: «Борис, Раççей НАТО членĕ пулма пултарас пирки е вăл çак организаципе урăхларах çыхăнассине пăхса тухмалла мар тесе эпĕ пĕрре те каламарăм. Эсĕ çакна асăрханине манăн çирĕппĕн ĕненес килет». Ельцин тимлĕ итлерĕ. «Сана пур сăмаххушăн та тав тăватăп. Пресс-конференцире çакăн çинчен ыйтсан эпĕ сана Пĕрлешÿллĕ Штатсем НАТОна сарассишĕн, анчах та çак процесс вăраххăн та йĕркипе пулса пырать тесе калама сĕннĕ пулăттăм. Санран Раççей НАТОна кĕрессине хирĕçлеместĕн-и тесе ыйтсан «çук» тесе хуравла. Çакă çеç». «Çакă çеç» Ельцин НАТО Питĕрпе Мускава çывхарса пынипе килĕшнине пĕлтерчĕ. «Ельцин тĕл пулусене мĕнле ирттернине сăнанă май унăн тыткаларăшĕн хăй евĕр паллисем курăнма пуçларĕç: пленарлă ларусенче, калаçусен сĕтелĕн икĕ енĕпе те нумай çын ларнă чухне, вăл хăйне хирĕçленине чăтма пултараймасть, татăклă та çирĕп çын пек тытать. Куçа-куçăн ирттерекен калаçусенче тимлĕ, тавçăруллă çын пулма хăтланать, Клинтон илĕртсе астарнине, ÿкĕтленине парăнать».

Çакăнтан Клинтон тĕрĕс пĕтĕмлетÿ турĕ: «Ÿсĕр Ельцин ĕçмен чылай альтернативлă кандидатурăран лайăхраххи çинчен пирĕн самантлăха та манмалла мар», - терĕ. Çапах та çавăн йышши «ĕçмен кандидатурăран» пĕри Кремльте вырнаçсан Вашингтонра хытах пăлханма пуçларĕç. Клинтон 2000 çулхи июньте пенсири Ельцин патне васкарĕ, ăна тем тери йăпăлтатса мухтанă хыççăн çапла палăртрĕ: «Борис, эсĕ демократие чĕре патне питĕ çывăха илетĕн. Эпĕ Путин та шăпах çакăн пек пулнине шанмастăп. Санăн ăна сăнаса тăмалла, вăл çул çинчен пăрăнасран хăвăн витĕмÿпе усă курмалла».

Путин Раççее пĕр енлĕн хĕç-пăшалсăрлантарас политикăна малалла тытса пынинче Ельцин витĕмне курмасăр тăма йывăр ĕнтĕ. Владимир Владимирович власть панăшăн унăн умĕнче парăмра. Ельцин витĕмĕ чаксан, каярахпа пачах пĕтсен Путин, çĕршывăн оборона хăватне хавшатма хăй те хутшăннăскер, ăна вăйлатма, уншăн нумай укçа-тенкĕ хывма тытăнчĕ. Хальхи лару-тăрура çакă тĕрĕс ĕнтĕ, анчах та çав вăхăтрах пирĕн ертÿçĕсем пĕтĕм халăх укçине питĕ çăмăллăн тăккаланине, ăна вăрттăн çилпе вĕçтерме хатĕррине кăтартать. Халăхăн пĕчĕк тупăшлă сийне вăхăт-вăхăтпа пăрахса панă татăксем çинчен шавласа, хавхаланса калаçаççĕ тата. Раççей тĕнчере халĕ те аслă патшалăх пек шутланса тăнишĕн СССРта туса хунă хăватлă ядерлă ракетăсен потенциалне тав тумалла. Ун чухне Совет çыннисен пурнăç шайне пĕчĕклетсех хăватлă патшалăх туса хунă. Çав потенциала пирĕн патшалăх пуçлăхĕсем Горбачевран пуçласа пĕлсе тăрсах салатнă. Эпир Хĕвел анăç умĕнче юридици енĕпе нимĕн чухлĕ те парăмра мар пулин те хамăр çарсене Хĕвел тухăç Европăран тата Совет Союзне кĕнĕ Балтика тăрăхĕнчи республикăсенчен илсе тухрăмăр, Варшава блокне салатса ятăмăр. Кубăпа Вьетнамри çар базисене хупрăмăр «пире çакна укçа-тенкĕ тата ытти хатĕрсем перекетлетпĕр тесе ăнлантарчĕç. Анчах та çав базăсене тытса тăрассинчен чылай нумайрах вăрларĕç». Эпир çавăн пекех бронетехникăна Урал леш енне куçартăмăр, континентсем хушшинчи баллистика ракетисене тĕп турăмăр «çакна вĕсен срокĕ тухнипе, кивелнипе сăлтавларĕç, ку, паллах, кулăшла пек курăнать». Специалистсем каланă тăрăх вĕсен ĕçлес вăхăтне тепĕр çирĕм пилĕк çул таран е ытларах та тăсма май пурччĕ. Эпир хĕç-пăшалсăрланас енĕпе тунă утăмсене тата нумай асăнма пулать.

Анăç çакна мĕнле хакларĕ-ха? Вăл чикĕ леш енчен тавăрнă çарсене Раççейре вырнаçтарма укçа-тенкĕ «анчах та кирлĕ таран мар» уйăрчĕ, пирĕн чи тухăçлă хÿтĕленмелли хатĕрсене пĕтерме тÿлерĕ. Ун хыççăн НАТОна сарас марри çинчен сăмах вĕççĕн пĕлтернине пăрахăçларĕ, Раççей ООНа Çурçĕр Атлантика блокĕпе ылмаштарас пирки хирĕçлени çине сурса хучĕ, ахаль хĕç-пăшал шутне чакарас тĕлĕшпе тунă килĕшĕве ратификацилемерĕ те, пурнăçламарĕ те. Халĕ ак Раççей чиккинче Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсен ракетăсенчен хÿтĕленмелли тытăмне вырнаçтарать.

Эпир вара? Эпир халĕ те çĕнĕ хăрушлăхсене çавнашкалах хирĕçлеме сăмах паратпăр. Анчах та пирĕн çавăн йышши хирĕçлев - янкисемсĕр пуçне урăх никам та пĕлмен тĕлĕнмелле хĕç-пăшал-тăр. Янкисем вара пĕлеççĕ. Çавăнпа та хăйсем мĕн тăвас килнине пĕтĕмпех тăваççĕ.

Л. Бударин

««Крестьянская Русь» хаçатран».

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика