АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Эпир Украинăра та чăвашлах калаçнă»

20 августа 2008 г.

«Ĕçчен çынна ял савать», - тенĕ чăваш мĕн авалтан. Шăпах çакăн йышши çынсем пирки сăмах пуçарас килет те манăн паян. Нина Никифоровнăпа Егор Сергеевича Кăшавăшра пĕлмен çын çук та пулĕ. Кайăк вĕçсе кĕрейми, çĕлен шуса иртейми кермен пек кил-çурта вĕсен ылтăн аллисем чăн-чăн чечек тĕнчине çавăрнă. Кашни иртен-каян çак илемпе чарăнса тăрсах киленет. Сергеевсене çывăх пĕлекенсем вара вĕсен хăтлă «йăвинче» - яланах кĕтнĕ хăнасем. Ĕçчен те тăрăшуллă мăшăр Кăшавăша куçса килнĕренпе тăватă çул иртрĕ. Вăхăчĕ нумаях мар пулин те ялти ятлă çынсен ретĕнче вĕсем.

«Унччен ăçта пулнă-ши вара Нина Никифоровнăпа Егор Сергеевич?» - тесе ыйтма пултарĕ вулаканăм. Апла Сергеевсем çинчен тĕплĕнрех çырса кăтартам.

Красноармейски районĕнчи Пăрăнтăк ялĕнче çуралса ÿснĕ Нинăпа Егор ачаранпах туслă çитĕннĕ, ĕç умне те пĕчĕклех тăнă. Сакăр класс пĕтерсен Егор 2 çул фермăра доярта тăрăшнă. Унтан Украинăна пиччĕшĕ патне кайнă, шахтăра ĕçлеме тытăннă. Çара та çавăнтанах ăсатса янă ăна. Ăш хыптармăш Нинук патне вара салам хыççăн салам вĕçтернĕ. Хĕр те юратнă каччи патне çырсах тăнă. Салтак аттине хывнă йĕкĕт кайран та Украинăнах çул тытать. Чун савнине те унта илсе кайма тĕв тăвать. Аслă шкулта вĕреннĕ çĕртенех Нинук чун варлипе пĕрле инçете тухса каять. Чăваш туйне те Украинăрах кĕрлеттереççĕ вĕсем. Егор Сергеевич мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Северодонецк хулинчи «Промхиммонтаж» организацинче монтажникра тăрăшать. Нина Никифоровна шахта столовăйĕнче поварта ĕçлет. Ĕçчен чăваш хĕрарăмне производство ертÿçисен курсне вĕренме яраççĕ, ертÿçĕ пулма шанаççĕ. Чăваш хуплăвне, техĕмлĕ çăкăрне астивме шахта ĕçченĕсем çеç мар, хулари ытти организацире вăй хуракансем те хапăлласах çÿренĕ.

«Кÿршĕсем Чăваш çĕршывĕ, йăли-йĕрки çинчен итлеме юрататчĕç, - аса илет Егор Сергеевич, - куçпа виçейми анлă Атăл, вĕçĕ-хĕррисĕр вăрмансемпе пуян уй-хирсем пирки тахçанчченех каласа параттăм. Калаçнă май хама Чăваш çĕрĕнче, тăван килте пулса курнăнах туяттăм. Чăваш юррисене еплерех кăмăллатчĕç кÿршĕсем! Нина хĕрсене ача садĕнчи уявсене чăваш тумне тăхăнтартса яратчĕ. Тухйине, тенкисене мăшăрăм хăех хатĕрленĕ. Хĕрĕмсене - Наташăпа Аленăна пĕчĕкренех чăвашла вĕрентнĕ, килте те эпир чăвашлах калаçнă».

«Пирĕн халăх питĕ ĕçчен. Хĕрарăмĕсем сăпайлă, чăтăмлă. Килте аслисем калани хисепре», - çапла сăнланă Сергеевсем Чăвашри хурăнташ ентешĕсене.

Украинăри тусĕсене Нина Никифоровна кашнинчех чăвашсен юратнă çимĕçĕсемпе, какай шÿрпипе, хуплупа, шăрттанпа, сăрапа сăйланă.

«Чăваш Ене мĕншĕн таврăнма шутларăр?» - ыйтатăп кил хуçинчен. Сергеевсем пĕр-пĕрин çине пăхса ăшшăн кулчĕç.

«Украинăра начар тесе калас килмест пирĕн. Капла калани вĕсене хурланă пек пулса тухать. Çыннисем унта питĕ кăмăллă, тарават. Çапах Тăван çĕршыв кирек ăçта пулсан та пахарах. Çакна аякра пурăнсан тата ытларах туятăн. Хĕрĕмĕр Наташа Шупашкарти электротехника колледжĕнче вĕренчĕ. Вăл та Шупашкара килĕштерчĕ. Хамăр та ватлăх кунĕсене тăван çĕр çинчех кĕтсе илес терĕмĕр. Украинăран куçса килнĕ чухне юлташсемпе йĕрсех уйрăлтăмăр. Парнесем те парса ячĕç асăнмалăх».

Нина Никифоровнăпа Егор Сергеевич Кăшавăша куçса килнĕ хыççăн Украинăна темиçе хутчен те çитсе курчĕç. Пĕлтĕр кил хуçи хăй юбилейне паллă турĕ. Шахтăра пĕрле ĕçленĕ юлташĕ, халĕ Америкăра пурăнаканскер, Егор Сергеевича çуралнă кунĕпе саламласа 18 килограмм таякан посылка янă. Хăй ĕçленĕ организацинчен пилĕк пин тенкĕ укçа куçарнă. Çапла, ырă çынна кирек ăçта пулсан та ырăпах тавăраççĕ.

Егор Сергеевич видеофильмсем ÿкерме юратать. Акă Сергеевсен Украинăри дачи! Мĕн кăна çук пулĕ кунта! Тап-таса тирпейлĕ йăрансем çинче - купăсти, помидорĕ, арпусĕ - тем те! Ытларах вара - чечексем! Пĕр-пĕр ботаника садне лекнĕн туйăнать фильма пăхнă май. Сăмах май, Нина Никифоровнăпа Егор Сергеевич кил-çурчĕ чечекпе паян та пуян. Кашни пÿлĕмре вун-вун чечек куçа ачашлать. Çулла вара çак илем пахчара ешерет. Кÿршисем те Сергеевсен чечекĕсене пăхса ăмсанаççĕ. Кил хуçисем чечек хунавĕсене савăнсах парнелеççĕ.

36 çул пĕрле, алла-аллăн, шăкăл-шăкăл калаçса утаççĕ пурнăç çулĕпе Нина Никифоровнăпа Егор Сергеевич.

«Пĕр-пĕрне сивĕ сăмахпа кÿрентерме мар, сиввĕн те пăхман мăшăрăм çине», - ăшшăн кулать Егор Сергеевич.

«Ман пеккине ăçтан тупайăн?» - шÿтлет мăшăрĕ те.

«Чăваш Ене куçса килнишĕн питĕ савăнатпăр. Пушă вăхăт тупăнсан тăван яла кайса çÿретпĕр. Унта Нинăн амăшĕ пурăнать. Пĕр япала чуна пăшăрхантарать: ачасем чăвашла калаçмаççĕ паян ялсенче. Именеççĕ-ши?» - шухăшлăн сăмахлать кил хуçи. «Украинăра урамра чăвашла пуплес килетчĕ, ăмсанаттăмăр вĕсене. Кунта килтĕмĕр те - шел, вырăсла калаçни ытларах илтĕнет», - калаçать Нина Никифоровна.

Сергеевсен пăшăрханăвĕ хама та канăç памасть. Ача садĕнче ĕçленĕ май, чăвашла калаçакан пепкесен йышĕ чакса пыни самаях хурлантарать. Маларах ялти ача-пăча учрежденийĕсенче вырăсла вĕрентмелли занятисем пурччĕ. Малашне чăвашла вĕрентмелле пулĕ-ши?

Нина Никифоровнăпа Егор Сергеевич пек çынсем пирĕн хушăра пулни чăннипех савăнтарать. Чăвашлăхшăн чунĕпе çунса тăраççĕ Сергеевсем, хăйсем чăваш пулнипе мухтанаççĕ. Несĕлĕмĕрсен ырă йăли-йĕркине куç пек упраса пурăнаççĕ. Пирĕн те çак килĕшÿллĕ çемьерен тĕслĕх илесчĕ.

Р. Чернова.

Шупашкар районĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика