АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырмара 150 пин тенкĕ

20 августа 2008 г.

«Вырма тапхăрĕнче комбайнер 150 пин тенкĕ ĕçлесе илме пултарать», - тет республикăри пысăк агрохолдинг пуçЛĂХĔ Юрий Попов.

Чăваш Енре ĕççи кунран-кун хĕрсе пырать. Шăрăх çанталăка пула пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пĕр вăхăтрах пиçсе çитеççĕ. Паянхи кун тĕлне тĕш тырă пухса кĕртес енĕпе Улатăр, Патăрьел, Комсомольски, Пăрачкав тата Шупашкар районĕсенчи хăш-пĕр хуçалăх пысăк хастарлăх кăтартать.

Вăрнар районĕнчи «Вăрнар аш-какай комбиначĕ» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн хресченĕсем те çак кунсенче Малтикас Ялтăра ялĕ çывăхĕнче тыр-пулшăн чăн-чăн кĕрешĕве тухрĕç. Ял çыннисене савăнтарса та тĕлĕнтерсе çывăхри хирте ирех хăватлă ултă комбайн «4 «Дон-1500», 1 «ACROS» тата 1 «Полесье»» ыраш вырма пуçларĕ. Çывăх кунсенчех вĕсен йышĕ вунна çитмелле. Чи ăста комбайнерсенчен пĕри, пĕлтĕр 900 гектар тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем вырса çапнă Олег Краснов вырман пĕрремĕш кунне хăйне евĕрлĕ «репетици» тесе хакларĕ. Вăл кун тыр-пул пухса кĕртмелли техникăна тĕрĕслесе пăхрĕç. Пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Юрий Попов каланă тăрăх, комбайнерсем валли ĕç çителĕклĕ. Пурĕ 5 пин гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене «вăл шутран 2 пин га кĕрхи культурăсем тата 3 пин га çурхи» пухса кĕртмелле «пĕлтĕр 3200 гектар пулнă».

Ăнăçлă ĕçлеме комбайнерсене пур май та туса панă. Вырăна çитсе кунне виçĕ хутчен вĕри апатпа тивĕçтереççĕ, пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарасси те Чăваш Республикинче чи пысăккисенчен пĕри. Акă килĕшÿре палăртнă хисепсĕр пуçне, 3 çул ĕçлекен комбайнпа 2 пин тонна тырă вырса çапнă механизатора 50 пин тенкĕ хушса тÿлеççĕ. 3-5 çул ĕçлекен техникăпа вăй хураканăн çав суммăна тивĕçлĕ пулма 1700 тоннăран кая мар вырса çапмалла. 5-8 çул вырмана хутшăнакан комбайна ĕçлеттерекенĕн - 1500 тонна, 8 çул ытла вырмана тухнă техниккăна тытса пыраканăн - 1200 тонна. Çакăн çинчен Юрий Попов уйра, комбайнерсемпе ирттернĕ пысăках мар пухура каларĕ. Ĕççине пĕтĕмлетнĕ чухне чи малтанах тырă пухса кĕртмелли техникăна хăш çулта кăларнине тата вăл мĕн чухлĕ кивелнине шута илетпĕр», _-терĕ Юрий Алексеевич. Унтан çапла хушса хучĕ: «Таса чунпа ĕçлесен, асăннă кăтартусене чыслăн пурнăçласан комбайнер вырмара 150 пин тенкĕ ĕçлесе илме пултарать». Асăннă ыйтăва сÿтсе явнă чухне уй-хир карапĕн хуçисем савăнăçне пытараймасăр пĕр-пĕринпе çапла калаçни илтĕнчĕ: «Кун пек укçашăн иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен, хĕвеллĕ кун çутин кашни минучĕпе усă курса ĕçлеме хатĕр».

«Вăрнар аш-какай комбиначĕ» паян районта тата республикăра усăсăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе хастар ĕçлекен чи пысăк агрохолдингсенчен пĕри. Халĕ комбайнсем выракан ыраш уйне шăпах пĕлтĕр пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Тырă тулăх çитĕннĕ кунта. Вырса çапнă малтанхи лаптăксем кашни гектартан вăтамран 50 центнер тухнине кăтартнă. Тăрăшни сая каймасса, тăкаксем саплашăнасса, 5 пин гектартан 12 пин тоннăран кая мар тыр пухса илессе шанать генеральнăй директор.

Пысăк агрохолдинг çитĕнĕвĕсем район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне, ял хуçалăх пайĕн пуçлăхне Сергей Павлова та хытă савăнтараççĕ. Вăл та иртенпех тĕрлĕ ыйтăва татса пама хастар хутшăнать. Асăннă ял хуçалăх организацийĕ тыр-пула районта тата республикăра чи малтан тÿрремĕн вырса çапма пуçланă хуçалăхсенчен пĕри-çке. Сергей Владимирович пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Вăрнар районĕнчи аграрисен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 14 пин ытла гектар çинчен пухса кĕртмелле. Вăл шутра - 5 пин га кĕрхи тырăсем. Çакна вăхăтра пурнăçлама 99 комбайн пур. Вĕсенчен 70-75-шĕ çулленех вырмана хутшăнать. Пĕр комбайн пуçне 180 гектар лекет. Çак кунсенче вырма ĕçĕсене ытти хуçалăхсем те анлăн сарса ячĕç. Сергей Павлов çĕнĕ тырра пÿлмесене вăхăтра, çухатусăр кĕртессе шанать.

А. Кириллов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика