АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушă пучах тĕлне пулас марччĕ

16 июля 2008 г.

Республикăри ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институтĕнче «Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕ» ял хуçалăх техникин йăлана кĕнĕ «Уй-хир кунĕ - 2008» куравĕ иртрĕ. Унта Чăваш Енĕн тĕрлĕ районĕнчи тата унăн тулашĕнчи 42 предприятин техникине тăратнă.

Вĕсен хушшинче - пирĕн тăрăхри «Чувашагрокомплект» пĕрлешÿпе «Чувашагролизинг», «Белпро-Сервис», «Агротехкомплект», «Агро-Снаб» предприятисен комбайнĕсемпе агрегачĕсем. Хăнасенчен, тĕслĕхрен, Питĕрти çĕршывĕпе паллă «Агротехмаш» трактор завочĕ, Украинăри «АгроСоюз» корпораци, Чулхулари «Нью Лайн Техникс-Поволжье», Самарăри «Триумф», Пермь тăрăхĕнчи «Агросоль» компанисемпе предприятисем килнĕ. Паянхи кун хăйĕн техникине кашниех сутма хатĕр. Пурте паха, çунтармалли-сĕрмелли материалсене самаях перекетлеме пулăшаççĕ. Суйламалăх пур.

«Уй-хир кунĕ - 2008» курава ЧР ял хуçалăх министрĕ М. Игнатьев уçрĕ, «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕн пулăшăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Унăн тивлечĕпе республикăн чылай предприятийĕ аталаннă. Кивелсе юхăннă пĕчĕк хуçалăхсем те çирĕп алăсене лексе çĕкленчĕç. Çапах хальхи вăхăтра татса паман ыйту нумай. Вĕсенчен пĕри - ял хуçалăхĕнче ăста кадрсем çителĕксĕрри.

- Тен, çакăн пек мăнаçлă техника вĕсене тăван ене каялла таврăнма хистĕ, - терĕ шанăçа çухатмасăр Михаил Васильевич. - Кăçал лайăх тыр-пул çитĕнет. Апла унăн хакĕ те çирĕпленмелле. Çакă вара чылай хуçалăха парăмсенчен хăтăлма май парĕ. Тăкаксем те саплашăнĕç, тупăшĕ те курăмлă пулĕ. Ÿссе çитĕннĕ тыр-пула уя хăвармасăр, технологие пăхăнса, вăхăтра пухса кĕртмелли çеç юлать.

Чаплă, паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен техника хресчен пурнăçне малашне самаях çăмăллатмалла пек. Анчах ресурс перекетлекен агрегатсене туянма кĕсье те тулли кирлĕ. Укçа пухасси ял ĕçченĕшĕн ансатах мар, патшалăх вара ыйтать те ыйтать вĕсенчен.

- Тракторпа машина паркĕнчи мĕнпур кивĕ техникăна сутса ямалла, çĕннине пĕрре те пулин туянма тăрăшмалла, - сĕнÿ пачĕ М. Игнатьев.

Куçа илĕртекен техникăллă пулас тесен вăл ĕçленине тĕрĕслемелле. Çĕр пахалăхĕпе килĕшсе тăраканнине çеç суйласа илмелле. Çапла пулчĕ курава пухăннисен шухăшĕ. Техникăна ĕçре хакланă хыççăн хăшĕ-пĕрин ăна туянас кăмăлĕ çав кунах çуралчĕ.

Ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институчĕн хуçалăхĕ пысăк. Ăна темиçе çул хушши Анатолий Фадеев ăнăçлă ертсе пырать.

- Хуçалăхăн 5677 гектар çĕр лаптăкĕ, - паллаштарчĕ Анатолий Павлович. Икĕ пин гектар çинче тĕш тырă çитĕнет. Çав шутран 1300 гектарĕ кĕрхи тулă. 200 гектар çĕр улми лартнă. Халĕ акмалли лаптăксем хатĕрлетпĕр. 700 гектар ытла сухаласа сÿрелеме те ĕлкĕрнĕ.

А. Фадеев сăмахĕсем тăрăх, наукăпа тĕпчев институчĕ хуçалăхпа пĕрле хăй тĕллĕн аталанать. Иртнĕ çул хуçалăх 46 миллион тенкĕ тупăш илнĕ, çав вăхăтрах институтран - 27 миллион. Халь кунта çĕнĕ сортсем кăларассипе ĕçлеççĕ. Çакна ятарлă пĕчĕк лаптăксенче акнă тыр-пул та çирĕплетрĕ. Курава пухăннисем Михаил Васильевич министрпа пĕрле хĕрĕх ытла тĕш тырă сорчĕпе паллашрĕç. Сăмахран, Безенчукская 380 кĕрхи тулă гектартан 40 центнертан кая мар тухăç парать. Галина çĕнĕ сорта вара хальлĕхе тĕпчеççĕ çеç-ха. Казанский тĕпчев урлă ăнăçлă тухнă, ăна республикăри районсенче акма та ирĕк панă. Поленская-4 сорта вара Киров селекционерĕсем шухăшласа тупнă. Институт хăй патĕнче тĕпчеме тытăннă ăна.

Анатолий Павлович шухăшĕпе, хуçалăх ертÿçисен куккурус çитĕнтерес ĕçе те вăйлатмалла. Мĕншĕн тесен вăл выльăх-чĕрлĕхе аталантармалли культурăсенчен чи лайăххи. Ăна пула апат рационĕ витаминсемпе пуянланать, çавна май сĕтпе ÿт хушаслăх та ÿсеççĕ.

Çав кун ял хуçалăх министрĕ çĕр улми уйĕнче те пулса курчĕ. Унăн пахалăхĕпе тата лартса ÿстерес технологийĕпе паллашрĕ. «Иленре çĕр улми çисе савăнатпăр», - терĕ.

Икĕ куна пынă «Уй-хир кунĕ - 2008» курав чылайăшĕн асĕнче юлĕ. Кунта тĕнчипе паллă компанисен дилерĕсем курма пухăннисене инжинирингпа, кредитпа, лизингпа çыхăннă çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, вăрттăнлăхĕсене те уçса пачĕç.

Пĕтĕм Раççейри «Раççей уй-хирĕн кунĕ - 2008» курава Белгород облаçĕнче ирттерме палăртнă. Унта Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăнĕ.

А. Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика