АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăн-чăн наука центрĕ

16 июля 2008 г.

Пĕтĕм Раççейри патшалăх ял хуçалăх академийĕн наукăпа тĕпчев ветеринари институчĕн Чăваш Енри наука пайне туса хунăранпа 30 çул çитрĕ. Хăй вăхăтĕнче ăна йĕркелесе ярас тĕлĕшпе республикăри ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин ветеринари пайĕн начальникĕнче ĕçленĕ ăста, Чăваш АССР тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ, Хусанти Н. Бауман ячĕллĕ ветеринари медицини академийĕн хисеплĕ профессорĕ Г. Иванов нумай вăй хунă.

Григорий Иванович тăрăшнипе вăл юлашки чĕрĕк ĕмĕрте республикăри ветеринарсен чăн-чăн наука центрĕ пулса тăчĕ. Çак вăхăтра кунта ВАСХНИЛ тата Раççейри ял хуçалăх академийĕн ветеринари медицинин ыйтăвĕсемпе çыхăннă заданийĕсене сакăр хутчен чыслăн пурнăçланă. Вĕсен эффективлăхĕ вун-вун миллион тенкĕпе танлашать.

Пĕтĕм Раççейри патшалăх ял хуçалăх академийĕн наукăпа тĕпчев ветеринари институчĕн Чăваш Енри пайĕн ĕçченĕсем час-часах республика хуçалăхĕсенче пулаççĕ, вĕсен ертÿçисемпе, вырăнти ветеринари врачĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ Л. Леонтьев ертсе пыракан наука пайĕ юлашки çулсенче Канаш, Шупашкар тата Элĕк районĕсенче выльăх-чĕрлĕх отраслĕн экономика эффективлăхне ÿстерес тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттерчĕ.

Республикăри ветеринарсен наука центрĕнче чăн-чăн ăсчахсем ÿссе çитĕнчĕç. Кунта çирĕм çул ытла вăй хунă Т. Григорьева, сăмахран, çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче ветеринари наукисен докторĕн диссертацине ăнăçлă хÿтĕленĕ. Халĕ Тамара Егоровна - Чăваш ял хуçалăх академийĕн ветеринари медицини факультечĕн профессорĕ.

П. Сидоров.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика