АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿс хăвăртрах, çын пулсам

16 июля 2008 г.

2008 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче федерацин «Опекăпа попечительлĕх пирки» калакан 48 ; саккунĕ пурнăçа кĕрет. Ку ыйту чылай вулакана кăсăклантарать. Çавăнпа та çĕнĕ саккунпа тĕплĕнрех паллаштарас терĕмĕр.

Опекăпа попечительлĕх пĕр-пĕринчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ши? Çакна чылайăшĕ пăтраштарать. Опека - пĕр-пĕр çын теприне саккун йĕркипе пăхса пурăнни «çул çитмен ачасене 14 çулччен». Çавăн пекех суд ĕçлеме пултараймасть тесе йышăннă çул çитмен сусăр çамрăксене пăхса усрани. Çак тивĕçе опекун туса пырать. Вăл хăй пăхса усракан граждансемшĕн саккун умĕнче яваплă, вĕсен ячĕпе, интересĕсене шута илсе, тĕрлĕ ĕç тума пултараççĕ.

Попечительлĕх - 14 çултан пуçласа 18 çула çитмен ачасене тата ĕçлеме пултарайман çула çитнĕ граждансене пăхни. Ку ĕçе пурнăçлакана попечитель теççĕ. Вĕсен те, опекун пекех, пăхса усракан граждансен прависемпе тивĕçĕсене пурнăçламалла, вĕсене кÿрентерме пултаракан çынсенчен хÿтĕлемелле. Раççей Федерацийĕн Гражданла кодексĕн 30-мĕш статйипе килĕшÿллĕн асăрхавçăсем «опекунсемпе попечительсене малалла çапла калăпăр» хăйсем пăхса усракан çула çитнĕ граждансен ĕç-хĕлне тĕрĕслесе тăма ирĕк пур. Опекăра тăраканăн вара асăрхавçăпа канашламалла, пĕр-пĕр ĕçе тытăниччен унран ирĕк ыйтмалла.

Опекăна тата попечительлĕхе илнĕ граждансене кĕскен - опекăра тăракан тесе палăртаççĕ.

Опекăпа попечительлĕх органĕсем, вĕсен полномочийĕсем

Вĕсен шутне РФ субъекчĕн ĕç тăвакан органĕ кĕрет. РФ Граждансен кодексĕн 34-мĕш статйин 1-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн опекăпа попечительлĕх органĕн ĕçне вырăнти власть йĕркелесе пырать.

Унăн çакнашкал полномочисем пур:

1» опека е попечительлĕх кирлĕ граждансене тупса палăртма, вĕсене учета илме;

2» граждансем ĕçлеме пултарни е пултарайманни пирки заявлени çырса суда тухма;

3» опекăпа попечительлĕхе палăртма;

4» опекунсемпе попечительсен ĕç-хĕлне тĕрĕслесе тăма;

5» тивĕçĕсене пурнăçламан асăрхавçăсен прависене туртса илме;

6» опекăра тăракан граждансен пурлăхĕпе хуçаланма ирĕк пама;

7» РФ Гражданла кодексĕн 38-мĕш статйипе килĕшÿллĕн пурлăха тытса тăма килĕшÿсем тума;

8» опекăра е попечительлĕхре тăракан çул çитмен граждансен саккунлă интересĕсене хÿтĕлеме _ опекунсемпе попечительсен ĕçĕсем саккунпа килĕшсе тăмасн;

9» РФ Гражданла кодексĕн 36-мĕш статйипе килĕшÿллĕн попечительсемпе тата вĕсен çула çитмен ачисене уйрăм пурăнма ирĕк пама;

10» РФ правительстви палăртнă тăрăх, опекунсемпе попечительсене суйласа илме, ашшĕ-амăшĕ хÿттисĕр юлнă ачасене çемьесене вырнаçтарма;

11» опекунсемпе попечительсене пулăшма, опекăра тăракан граждансен пурнăç условийĕсене тĕрĕслеме, асăрхавçăсем хăйсен тивĕçне саккунпа килĕшÿллĕн епле пурнăçласа пынине сăнама.

РФ субъект саккунĕпе тата федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн органсен хушма полномочисем те пулма пултараççĕ.

Опекăпа попечительлĕх вĕçленсен акт çыраççĕ.

Опекунсемпе попечительсем - яваплă çынсем.

Асăрхавçăсен тивĕçĕсем пысăк, çавăнпа вĕсенчен хытă ыйтаççĕ. Çакна РФ Çемье кодексĕнче те палăртса хăварнă.

Опекăпа попечительлĕх органĕсен опекунсемпе попечительсен пурнăçĕпе тĕплĕн кăсăкланма ирĕк пур. Вĕсем пирки тĕрлĕ информаци пухма та пултараççĕ. Анчах та органсене опекун е попечитель пулма ыйтса çырнă гражданинăн ачана е сусăр çынна пăхса усрама пултарни çеç кăсăклантармалла. Опекун е попечитель пулма ыйтса çырнă документсен шутне, çав документсене памалли вăхăта РФ правительстви палăртать.

Опекунпа попечитель пулма чи малтан çаксем пултараççĕ: кукашшĕ- кукамăшĕ, ашшĕ-амăшĕ, мăшăрĕ е çула çитнĕ ачисемпе мăнукĕсем, опекăра тăраканăн çула çитнĕ аппăшĕсем. Çул çитмен ачан опекунĕ пулма вара кукашшĕпе кукамăшĕ, аслашшĕпе асламăшĕ, çула çитнĕ пиччĕшĕпе аппăшĕсем тата тăванĕсем пулма пултараççĕ.

Опекăра тăракан кашни çыннăн пĕр опекун е попечитель пулма пултарать. Пĕр çыннăнах опекăна е попечительлĕхе пĕр гражданина илме ирĕк пур.

Çул çитмен пĕр тăвансене тĕрлĕ çынна опекăна е попечительлĕхе пама юрамасть.

Органсем çавăн пекех опекăра тăракан çын валли темиçе асăрхавçă суйласа илме те пултараççĕ. Кун пек чухне пур опекунпа попечителĕн те тивĕçĕ пĕр. Енчен те ыттисем хăйсен яваплăхне пĕр çынна çеç пама кăмăл тусан, доверенность çырмалла. Çавăн пекех пĕр çынах темиçе гражданинăн опекунĕ е попечителĕ пулма пултарать.

Опекăпа попечительлĕх органĕсен акчĕпе килĕшÿллĕн опекунсемпе попечительсен тивĕçĕсем тĕрлĕрен. Вĕсене пурнăçламасан явап тыттараççĕ.

Ю.Волохов, юрист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика