АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спирт усламçине - штраф

16 июля 2008 г.

Шăмăршăри «Ласточка» магазинран хаяр шыв юратакансем татăлма пĕлмен тейĕн. Ара кунта урнă вăкăр сĕтне йÿнĕпех туянма май килнĕ. Н.Любимова пайтаçă спиртлă шĕвекпе тивĕçтерсех тăнă клиенчĕсене. «Чистый-с» спирт хутăшĕн 0, 25 литрне 30 тенкĕпе ярăнтарнă. Ĕçкĕçсемшĕн чăннипех парне!

Ăна шывпа хутăштарсан темиçе пулăштух та тухать. Вăл сывлăхшăн, пурнăçшăн сиенли пайтаçăна та, клиентсене те пăшăрхантарман. Анчах тĕрĕслевçĕсем урăхла шутланă, спиртлă хутăш тултарнă 12 савăт туртса илнĕ. Усламçă вĕсемпе саккуна пăссах суту-илÿ тунă. Мĕншĕн тесен «Чистый -с» шĕвеке сутма ирĕк паракан йĕркеллĕ документсем те пулман. ЧР Арбитраж сучĕ Любимовăна тăватă пин тенкелĕх штраф панă.

Коррупци çулне пÿлнĕ

Коррупци çÿлте ларакансем хушшинче кăна мар, вăтам сыпăкра та тарăн тымар янă-мĕн. Сиенлĕ йăла республикăри ĕçлесе юсанмалли учрежденисенче те сарăлма тытăнни шухăшлаттарать. Юлашки вăхăтра ирттернĕ тĕрĕслев те çакна аван çирĕплетнĕ. 2007-2008 çулсенче çав учрежденисенче ĕçлекенсем айăпланнисемпе саккуна пăссах çыхăнăва кĕме хăтланнă 22 тĕслĕх палăтрнă. Йĕркене сыхлакансем решетке хыçĕнче ларакансене усă курма юраман япаласем пама хăтланнă. Паллах, ахаль мар.

Пĕлтĕр юсану учрежденийĕн 6 ĕçченне коррупциллĕ преступленишĕн айăпланă. Ыттисене дисциплинарлă явап тыттарнă. Çиччĕшне вара ĕçренех хăтарма лекнĕ.

Юсану учрежденийĕсен ертÿçисем çак категорири преступление уçса парассипе çителĕксĕр ĕçленипе ĕнтĕ йĕркесĕрлĕхе сарăлма пулăшнă. Апла малашне вĕсенчен те çирĕп ыйтма тытăнĕç.

Капитан званине туртса илнĕ

Укçа вăйĕ пысăк-мĕн. Унăн тытăмне лексен хăпса тухма та йывăр, самантрах кукăр çул çине тăратать. Ватти-çамрăкки, пуçлăх е ахаль çын - пĕрне те шеллесе тăмасть, ăсран кăларать. Капкăна час-часах йĕрке хуралçисем те çакланаççĕ. Петр Седойкин та мул шурлăхне хăвăрт путнă, тÿресем пулăшмасăр та хăтăлайман. Мĕнле;

П.Седойкина 2006 çулхи декабрьте организациленĕ преступление хирĕç кĕрешекен пай пуçлăхĕнче вăй хума шаннă. Çĕнĕ Шупашкарта ĕçленĕ май кунти лару-тăрăва лайăх пĕлсе тăнă вăл. Нумай та вăхăт иртмен, пуçлăх вырăнĕпе туллин усă курма тытăннă. Граждансем А.Раплова уголовнăй явап тыттарма ыйтса заявлени çырнине, кăсăруклисем тĕрĕслев ирттернине пĕлсен, тÿрех ун патне таплаттарнă.

- Сулăм укçи парсан уголовнăй ĕçе чарса лартма пулать, - систернĕ вăл Раплова. - Нумай мар, виççĕр пин тенкĕ.

Анчах арçын хăраса ÿкмен, çÿлерех ларакансенчен пулăшу ыйтнă. Сĕтев илнĕ чухне кукăр алăллă йĕрке хуралçине ярса та тытнă. Ĕçе тĕпченĕ май Седойкинăн ытти хура ĕçĕсем те çиеле тухнă. Пуçлăх маларах А.Тимофеевран 50 пин, С.Иголкинран 170 пин тенкĕ сĕтев илнĕ-мĕн. Йĕрке тăвакан хăй саваламан сак çине лекнĕ. Шупашкарти Мускав районĕн сучĕ П.Седойкина РФ УКан 159-мĕш статйипе айăпласа ултă çуллăх решетке хыçне ăсатнă. Патшалăх службинчи тата вырăнти хăй тытăмлăх управленинче виçĕ çуллăх ĕçлеме чарнă. Кукăр алăллă Седойкинран «милици капитанĕ» званине те туртса илнĕ.

Асăрханăр!

Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Республикинче 637 пушар пулнă, 24 млн. тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Вут-çулăмра 63 çын вилнĕ, вĕсем хушшинче 3 ача, 41 çын сусăрланнă.

Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче ирхине 7 сехетре Вăрмар районĕнчи Шăхаль ялĕнче «Василек» ятлă магазинра «хĕрлĕ автан» тухнă. Пушар вăхăтĕнче пĕтĕм апат-çимĕç кĕлленнĕ. Тăкакĕ _ 100 пин тенкĕ.

Кăнтăрла виçĕ сехет иртсен Улатăрта пурăнакан 45 çулти хĕрарăмăн верандине вут хыпнă. Пĕтĕмпе 3 пин тенкĕлĕх сиенленĕ.

Çурçĕр иртсен Шупашкарти Пасар урамĕнче çурт çунма пуçланă. Хальхи вăхăтра вут-çулăм тухнин сăлтавне палăртаççĕ. Ку çурт хуçине 30 пинлĕх тăкак кÿнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика