АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йошкар-Оларан - медальсемпе

16 июля 2008 г.

Июлĕн 9-12-мĕшĕсенче Йошкар-Олара иртрĕç ăмăртусем. Çĕршывăн 73 регионĕнчи 3 пине яхăн атлет хутшăнчĕ унта.

Пирĕн республика чысне Канаш, Елчĕк, Патăрьел, Вăрнар тата Шупашкар районĕсен спортсменĕсем лайăх хÿтĕлерĕç. Уйрăмах канат туртакансем мухтава тивĕç. Чăваш Ен команди татăклă тĕл пулура Кострома облаçĕн командине парăнтарса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче - тĕнче спорт мастерĕ А. Атласкин, Раççей спорт мастерĕсем Е. Павлов, А. Чернов, А. Сергеев, А. Егоров «пурте Канаш районĕнчен», Н. Абитовпа И. Алеев «Патăрьел районĕ» тата В. Дадюков «Хĕрлĕ Чутай районĕ». Вĕсенчен хăшĕ-пĕри спортăн ытти енĕсемпе те вăй виçрĕ. Н. Абитов акă армспорт енĕпе «алă вăйне виçесси» абсолютлă виçере иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Кăçал вăйăсен программине механизаторсен ăмăртăвне пуçласа кĕртнĕ. Унта ăста та çивĕч трактористсен палăртнă траекторипе кăткăс маневрсем тумалла, çавăн пекех спортзалта гимнастика учрежденийĕсем пурнăçламалла, бассейнра 50 метрлă дистанцие ирĕклĕ мелпе ишсе тухмалла. Çак кăсăклă та йывăр тупăшура Елчĕк районĕнчи «Прогресс» хуçалăхри чи маттур механизаторсенчен пĕри А. Владимиров виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Унăн юлташĕ, Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ хуçалăх механизаторĕ С. Волков пиллĕкмĕш результат кăтартрĕ.

Кÿршĕ республикăн тĕп хулинче чăваш хĕрĕсем те палăрчĕç. Элĕк районĕнчи спорт мастерĕ Л. Степанова 3000 метра чупса чемпионка ятне çĕнсе илчĕ. Хăйĕн тантăшне пурĕ те çур çеккунт выляса ярса кĕмĕл медале Вăрнарти Т. Макарова тивĕçрĕ.

Виçĕм çултан пуçласа ял спорчĕн вăййисен финалĕнче хĕрсем те кире пуканĕ йăтаççĕ. Йĕпреç районĕнчи «Красный партизан» колхозри Д. Павлова 24 килограмлă снаряда малтан сулахай, унтан сылтăм алăпа 85 хут сулласа çĕклерĕ, 60 килограмлă хĕрсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Унăн тантăшĕ, Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпари Е. Козлова - виççĕмĕш вырăнта.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕнче пирĕн атлетсем Çурçĕр Осети - Алани тата Ульяновск облаçĕн командисем хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Çак çитĕнÿре тĕрлĕ районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсенче вĕреннĕ Л. Никитинăн, С. Миронскаян, О. Ивановăн тата Елчĕк районĕнчи спорт мастерĕн А. Лапшинан тÿпи пысăк. Вĕсем пурте хăйсен виçисенче иккĕмĕш е виççĕмĕш вырăнсене йышăнма пултарчĕç.

П. Сидоров.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика