АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕ пул та асăрхан

16 июля 2008 г.

Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Республикинче 686 пушар пулнă, 24, 5 миллион тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Вут-çулăмра 64 çын вилнĕ «пĕлтĕр 67», çав шутра 3 ача, 41 çын сусăрланнă. 433 çынна çăлса хăварнă.

Июлĕн 9-мĕшĕнче, кăнтăрла иртни икĕ сехетре, Шупашкар хулин Калинин районĕнчи Бичурин урамĕнче пируспа асăрханусăр пулнипе общежитие вут-çулăм хыпса илнĕ. Пушар сÿнтерекенсем алăк çĕмĕрсе 32 çулти арçынна тĕтĕм-сĕрĕм явăнакан пÿлĕмрен, вут-çулăм хыпса илнĕ кравать çинчен илсе тухнă. Вăл аран сывă тăрса юлнă, туйми çывăраканскер, чутах çунса вилмен.

Сÿнтермен чĕлĕм тĕп хулара тепĕр шар та кăтартнă. Каçхине 9 сехетре Шумилов урамĕнчи 6-мĕш çуртра, икĕ пÿлĕмлĕ хваттерте те хĕрлĕ автан алхасма тытăннă. Телее, ÿсĕр хваттер хуçине кÿршисем вăхăтра тăратса илсе тухма ĕлкĕрнĕ.

Çурçĕр иртсен Улатăр районĕнчи Сурски Майран ялĕнче çыхăну уйрăмĕн йывăç çурчĕ çунса кайнă. Пĕтĕмпе 100 пин тенкĕлĕх сиенленĕ. Вут-çулăм тухнин сăлтавне палăртаççĕ. Пушартан кÿршĕ-аршă хуçалăхĕсене тата ял лавккине çăлса хăварнă.

Июлĕн 10-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Ураскасси ялĕнче пÿрт кĕлленнĕ. Хĕрлĕ автана сÿнтерме 6 пушар машини хутшăннă. Вут-çулăмран кÿршĕре пурăнакансен гаражĕпе мунчине çăлса хăварнă.

Июль уйăхĕн 11-мĕшĕнче, çурçĕр иртсен Куславкка районĕнчи Малти Чăрăшкасси ялĕнче пушар пулнă. Вут-хĕме пула сарай тăрри тата 5 тонна утă çуннă. Тăкакĕ - 6 пин тенкĕ.

Çак кунах Куславкка хулинчи Чехов урамĕнче тепĕр пушар сиксе тухнă. Вăл кăштах çурт-йĕр тăррине, стенисене сиен кÿнĕ. Пушар сÿнтерекенсем тăрăшнипе икĕ çурта сыхласа хăварма май килнĕ.

Р.КУЛЬМАКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика