АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек çине синкек

16 июля 2008 г.

Утçи вăхăтĕнче, юлашки кунсенче инкек-синкек чылай сиксе тухнăран Чăваш Республикин Гостехнадзор пуçлăхĕ В. Дмитриев пресс-конференци ирттерчĕ. Владимир Павлович пĕлтернĕ тăрăх, икĕ эрне çурă хушшинче ялта 4 инкек пулнă, вĕсенчен 3-шĕ вилĕмпе вĕçленнĕ.

Июнĕн 23-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Кĕрекаç ялĕн çынни В. Гусев, акционерсен «Колос» хупă пĕрлешĕвĕнче механизаторта ĕçленĕскер, хăйĕн тракторĕпе курăк çулнă. Хăрушсăрлăх техникине пăхăнманнине пула косилка çĕççи вĕçсе тухса çĕр лаптăкĕн хуçине А. Маркова ураран амантнă.

Июнĕн 29-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Санарпуç ялĕнче пурăнакан А. Афанасьев хăйĕн 1979 çултах кăларнă МТЗ-82 тракторĕпе Уравăш ялĕнче курăк çулнă. Ĕçе вĕçленĕ хыççăн эрех ĕçнĕ. Çурçĕр çитеспе ялне тухса кайнă. Уравăш-Вăрнар çул çинче руле тытса пырайманнипе тракторне тÿнтерсе янă, вилмеллех аманнă.

Июлĕн 1-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи «Слава» хуçалăх механизаторĕпе те хăрушă ĕç пулса иртнĕ.

35 çулти Геннадий Волков тракторист-машинист утă хатĕрленĕ çĕрте ĕçленĕ хыççăн, каçхине çичĕ сехетре Анаткас Марки ялĕ патĕнчи юхăнчăк сĕт-çу фермине çул тытнă. Ункă юхан шывĕ урлă каçнă чухне руле йĕркеллĕ тытса пырайманнипе тракторне тÿнтерсе янă, пуçĕпе кабина çумне тăрăнса çут тĕнчерен уйрăлнă.

Июлĕн 8-мĕшĕнче тепĕр хресчен пурнăçĕ те вăхăтсăр татăлнă. Муркаш районĕнчи Мăн Тутаркас ялĕнче пурăнакан 55 çулти çын трактор косилки айне пулнă. 36 çулти ферма ĕçченĕ МТЗ-82 тракторпа утă çулма кайнă. Ĕç вăхăтĕнче тракторист курăк хушшинче çын выртнине курман. Лешĕ те, çывăрса кайнипе, хăйĕн патне çывхарса пыракан трактор сассине илтмен. Косилкăн касакан пайĕ арçынна пырса лекнĕ, вилмеллех амантнă.

2008 çул пуçланнăранпа ялта 8 инкек пулнă, 4-шĕ вилĕмпе вĕçленнĕ.

Н.ОСИПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика