АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми мĕншĕн пăчăхать?

18 июля 2008 г.

Çĕр улми тăпрара кислород çителĕксĕррипе пăчăхать. Ку пулăма наукăра гипокси теççĕ. Ун пек чухне çĕр улми ăшĕнчи клеткăсенче органикăлла япаласем пĕтĕмпех саланман, ирĕлмен пирки юлнă каяшсем пухăнаççĕ.

Вĕсем пĕтереççĕ те ĕнтĕ çимĕçе. Гипоксипе ытларах питĕ нÿрлĕ, йывăр тăмлă вырăнта ÿсекен çĕр улми чирлет. Çак чирĕн малтанхи паллисене çимĕçе чавса кăларса тĕрĕслесен асăрхама пулать. Çиелтен пăхма чирли сыввинчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть, анчах та пуссан, пăчăртасан хуппи çурăлать те, ун витĕр лайăх мар шăршăллă шурă е çутă сарă тĕслĕ, çăра, лăймакаллă шĕвек юхса тухать. Çĕр улми кăштах çеç чирлесен те тути япăхланат, тĕсĕ кăвакарать, вăрлăхлăх хăварсан шăтаслăхĕ чакать.

Тĕрĕслеме чавса кăларнă çимĕç çинче ясмăк пĕрчи пек шурă пăнчăсем асăрхарăр тăк пĕр тăхтаса тăмасăр тăпрана кăпкалатăр е нÿрĕке сахаллатмалли майсем шырăр. Гипокси ÿсен-тăран çеçкере чухне вăйлă çумăр çусан, çамрăк çĕр улми ытлашши нÿрĕ тăпрара 8-10 сехет пулсан та аталанать. Çĕр улми кислородсăр тăпрара 6-8 кун выртсан та пăчăхать. Гипокси нÿхрепре тĕрĕс мар упранипе те пулать. Унта нÿрĕк нумайрах чухне çимĕç 3-5 градус ăшăра 22-25 кунран пăчăхать.

Гипоксинчен сыхланас тесен çĕр улми кассисенче шыв кÿлленчĕкĕсене пухăнма ан парăр. Йăран хушшине çеçкине çулнă хыççăн та кăпкалатсах тăрăр. Енчен те эсир çимĕçе йĕпе çанталăкра кăлартăр пулсан, нÿхрепе антарма ан васкăр. Малтан вăхăтлăха сарайра упрăр. Гипокси çĕр улмине кăларса пухнă хыççăн малтанхи 4-5 эрнере лайăхрах палăрать. Çĕр улмине чирпе сиенленнисенчен тасатсан кăна упрама хурăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика