АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кама мĕн пăшăрхантарать

18 июля 2008 г.

Етĕрне районĕнчи тĕп больница çурчĕсене туса пĕтермешкĕн 12 миллион тенкĕ укçа уйăрĕç-и?

В.Н. Кузьмин, «Етĕрне районĕнчи тĕп больница» сывлăх сыхлав учрежденийĕн тĕп врачĕ.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2008 çулхи тата планпа пăхнă 2009 тата 2010 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен» Саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» Саккунĕпе килĕшÿллĕн Етĕрне хулинче районти тĕп больницăн сиплев корпусĕн строительствине вĕçлеме 6 миллион тенкĕ уйăрнă.

Вăрмансенче юмансем типеççĕ. Мĕнрен килет-ха ку, мĕнле мерăсем йышăнаççĕ?

«Шупашкар хулинчи 23-мĕш професси училищи» пуçламăш професси пĕлĕвĕ паракан республика патшалăх вĕрентÿ учрежденийĕн преподавателĕсем.

Чăваш Республикин çут çанталăк министерстви пĕлтернĕ тăрăх, хăйсен нумай енлĕ пĕлтерĕшĕ тăрăх юманлăхсем Чăваш Енре кăна мар, Вăтам Атăл тăрăхĕнче тата Раççейре паха йышши вăрмансем шутланаççĕ. Вĕсем _ пысăк пахалăхлă чĕр тавар çăл куçĕ, ытти йывăçпа танлаштарсан çĕре ишĕлесрен, çурăласран хÿтĕлеççĕ, сывлăша тасатаççĕ, ытти енĕпе те усăллă.

Юлашки вунă çуллăхсенче юманлăхсене сыхласа хăварас, лайăхлатас ыйту çивĕчленсех пырать, мĕншĕн тесен çут çанталăкри тĕрлĕ сăлтава пула «сивĕсем, сăтăрçăсем, чирсем тата ыт.те» вĕсем нумай пĕтеççĕ. Çапах та Чăваш Енри вăрманçăсем наука тĕлĕшĕнчен сăлтавланă мелсемпе, технологисемпе, ĕмĕрхи опытпа усă курса вăрманта тĕрлĕ ĕç пурнăçланă май юманлăхсен лаптăкне майĕпен-майĕпен ÿстерсе пыраççĕ. Чăваш Ен çут çанталăк министерстви вăрман фондне çулленех шута илнин кăтартăвĕсем тăрăх, 2008 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри юманлăхсен лаптăкĕ 106 пин гектар пулнă е вăрмансен пĕтĕмĕшле лаптăкĕнчен 19,4 процент. Çакă вăл 5 çул каяллахи тапхăртан 4 пин гектар нумайрах. Кашни çулах 450 гектара яхăн лаптăк çине юманлăхсем çĕнĕрен лартаççĕ.

Шкулсене учебниксем туянма субсиди уйăрса параççĕ-и тата мĕншĕн-ха ашшĕ-амăшĕн «Чăваш чĕлхисĕр» пуçне пĕтĕм учебника туянмалла?

«Чăвашавтотранс» республика патшалăх унитари предприятийĕн ĕçченĕсем, Шупашкар хули.

Чăваш Республикин вĕрентÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Федерацин «Вĕрентÿ çинчен» саккунĕн 29 статйин 6.1 пункчĕпе килĕшÿллĕн вĕрентÿ пособийĕсен тăкакĕсен переченьне учебниксем туянма яракан тăкаксене те кĕртнĕ. Палăртнă тăкаксем валли Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен вырăнти бюджетсене пĕтĕмĕшле тĕп вĕрентÿ программисене пурнăçлама субвенцисем уйăраççĕ.

Çапла вара, Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисене вĕрентÿ тăкакĕсем валли субвенци шучĕпе пырса кĕрекен укçа-тенкĕпе учебниксем туяннă чухне усă курма юрать.

Çавăн пекех Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче ачасене социаллă пулăшу парасси çинчен» Саккунĕн 7 статйипе килĕшÿллĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче вĕренекен, сахал тупăшлă çемьесенче ÿссе çитĕнекен ачасене федерацин тÿлевсĕр учебникĕсемпе, тăван чĕлхе, литература, истори тата тăван ен культурин учебникĕсемпе тивĕçтереççĕ. Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» Саккунĕпе килĕшÿллĕн республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче вĕренекенсене тăван чĕлхе, литература, истори тата тăван ен культурин учебникĕсемпе тивĕçтереççĕ.

Районта пĕртен-пĕр нотариус, çавна май ун патĕнче яланах пысăк черет. Иккĕмĕш нотариус округĕ йĕркелеме тата тепĕр нотариус кантурĕ уçма пулмасть-ши?

В.Н. Кузьмин,

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи муниципалитетăн «Çичĕпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул» вĕрентÿ учрежденийĕн директорĕ, Етĕрне районĕнчи Килтĕш ялĕнче пурăнакансем, Канаш районĕнче пурăнакансем.

Чăваш Ен юстици министерстви тата Чăваш Республикин нотариус палати пĕлтернĕ тăрăх, Канаш, Сĕнтĕрвăрри тата Етĕрне районĕсенчи халăха нотариус пулăшăвĕ парас ыйтăва Федераци регистраци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн тата Чăваш Республикин нотариус палатин сотрудникĕсенчен тăракан комисси районсене кайса тишкернĕ, Чăваш Республикин нотариус палатин правленийĕн ларăвĕнче пăхса тухнă. Ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, çÿлерех илсе кăтартнă районсенче нотариус должноçĕсен шутне ÿстерни вырăнлă пулманни çинчен йышăну тунă. Çапах та И.В. Чентаева нотариуса «Етĕрне округĕ» _ унăн нотариус кантурĕнче ĕçлекен специалистсен йышне ÿстерес ыйтăва, Чăваш Республикинчи Нотариуссен професси чысĕ енĕпе ĕçлекен комиссие Сĕнтĕрвăрри нотариус округĕнче нотариус ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçе йĕркелени Чăваш Республикинче нотариус ĕçĕ-хĕлне пурнăçламалли требованисене тивĕçтернипе тивĕçтерменни çинчен ыйту пăхса тухма сĕннĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика