АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Журнал тавра... чĕрĕ вăйсем»

00:00 14 января 2011 г.

«Тăван Атăл» журнал тухма тытăннăранпа 80 çул çитрĕ. Çут тĕнчене вăл «Трактор» ятпа килнĕ. Ăна 1931 çулта Чăваш пролетари писателĕсен ассоциацийĕ «Литераттур, критĕк, политтĕк альманахĕ» тесе кăларма пуçланă. Альманаха, 160 страницăллăскере, «Канаш» хаçат издательстви пичетленĕ.

Журналăн ум сăмахĕнче А.Золотов çапла çырнă: «Чăваш пролетари писателĕсен ассоциацийĕн 4-мĕш съезчĕ каласа хăварнине пурнăçа кĕртсе ЧППА правленийĕ çак хулăн журнала кăларма пуçлать. Малтанлăха вăл альманах ячĕпе тухать пулин те, малашне икĕ уйăхра пĕрре тухса тăракан хулăн журнал пулмалла – вăл Раççейри пролетари писателĕсен ассоциацийĕн «Октябрь» журналĕ евĕрлĕ пулмалла. Вăл журнал тавра Чăваш пролетари литературин пĕтĕм чĕрĕ вăйĕсем «чылайранпа çыракансем те, хальтерех литература ĕçне кĕрсе пыракансем те» пĕрлешсе, пĕтĕçсе пымалла».

Альманахăн пĕрремĕш номерĕнче В.Краснов-Аслин «Тăвалла» романĕн пуçламăш сыпăкĕсем, Ехрем Иванĕпе Алакĕр Ваçлейĕн, Н.Пиктемирпе В.Ахтупай, Наманкан сăввисем, А.Петоккин «Çирĕм иккĕ» поэми, Н.Патманăн «Воплă çинчен» калавĕ, Мĕтри Юманăн «Колхоз новеллисем» ярăма кĕнĕ «Ĕç уççи», «Йÿкйел упăтисем», «Çилус нÿхрепĕ», «Алă хыпанĕ» хайлавсем, С.Ялавинăн «Савăт сасси» пьеси, И.Думилинăн «Самоедсем патĕнче» очеркĕ пичетленнĕ.

1936 çулта альманах ятне улăштарнă, «Трактор» вырăнне вăл «Илемлĕ литература» пулса тăнă. Çав çул тăватă номерне кăларнă – кашни кварталта пĕрер кĕнеке. Унтан журнал виçĕ çул хушши вуçех тухман. Чăваш литературишĕн ку çулсем питĕ йывăр, ăна нумай сиен кÿнĕ тапхăр пулнă. Ун чухне ним айăпсăррисене репресси тунă, пĕр сăлтавсăр тĕрмене хупса лартнă çынсем хушшинче чăвашсен паллă писателĕсем те сахал мар пулнă. Вĕсенчен хăшĕсем таврăнайман та...

1940 çулта альманаха каллех кăларма тытăннă. 1936 çулти пекех вăл «Илемлĕ литература» ятпа тухнă. 1944 çулхи августра вара унăн ячĕ улшăннă, «Тăван Атăл» пулса тăнă.

Вăрçă вăхăтĕнчи йывăр кунсенче пур чăваш журналĕ те ««Сунтал», «Капкăн» т.ыт.те» укçа-тенкĕ çитменнипе, пуринчен те ытларах тата хут çуккипе тухма чарăннă. Ун чухне республикăри парти хаçачĕсем те – «Красная Чувашия», «Чăваш Коммуни» икшер страницăллă çеç пулнă. Анчах альманах тухма пăрахман, ытла тĕрĕс-тĕкел мар пулин те çулталăкра икшер-виçшер номер тухнă-тухнах. Тăван литература аталанăвĕшĕн ку çав тери пĕлтерĕшлĕ. Унсăрăн чăваш писателĕсен вăрçă вăхăтĕнче çырнă паха произведенийĕсем – çынсен иксĕлми патриотизмĕ, вĕсен хаяр çапăçусенчи хастарлăхĕпе хăюлăхĕ çинчен каласа паракан повеçĕсемпе калавĕсем, сăввисемпе поэмисем, очеркĕсем, пьесисем – вулакансем патне часах çитеймен пулĕччĕç.

Журналăн кашни тапхăрта чылай йывăрлăхпа кĕрешме тивнĕ. Альманахран журнал туса хурас кăткăс ĕçре редакципе пĕрле ятлă-сумлă çынсем те «П.Хусанкай, А.Алка, Л.Агаков, Г.Ефимов, М.Шумилов-Уйăп» нумай вăй хунă.

Çитмĕлмĕш çулсенче журналăн тĕп редакторĕнче Александр Галкин поэт ĕçленĕ. Ун хыççăн «Тăван Атăл» лавне тĕп редактор пулса Георгий Краснов кÿлĕннĕ. «Редколлегие çĕнетрĕмĕр. Редакцин яваплă секретарĕ пулма Н.Григорьев критика, поэзи пайĕн редакторĕ пулма çамрăк та талантлă поэта Л.Мартьяновăна, публицистика пайне ертсе пыма çамрăк публициста Г.Желтухина çирĕплетрĕмĕр. Проза пайне В.Игнатьев, критикăпа биографи пайне А.Малов ертсе пыма тытăнчĕç. Тĕп редактор çумĕнче Л.Таллеров çанă тавăрса ĕçлеме пуçларĕ. Техредактор вырăнне çамрăк прозаика шанса патăмăр», – каласа парать вăл пĕр интервьюра. Хăй алли витĕр тухнă сумлă хайлавсене пысăка хурса хаклать: «А.Емельяновăн «Хура кăрăç» тата «Шăнкăрав курăкĕ» повеçĕсем, И.Вашкин «Мускава хÿтĕлесе», Хв. Уярăн «Чăнкă çыран» романĕсем, В.Игнатьевпа А.Савельевăн чекистсем çинчен çырнă «Кăвак хуппи уçăлсан» романĕ, Л.Агаковăн «Чи хакли», А.Афанасьевăн «Юманлăх çулçă тăкмарĕ», И.Лисаевăн «Тивĕç», М.Юхман «Эткер» романĕсем, Хв.Агиверăн «Сар ачапа сарă хĕр», В.Алентейĕн «Сар çÿçеллĕ сарă тутăр», В.Енĕшĕн «Çулçă айĕнчи çырла», Н.Мартыновăн «Ыраш шăркана ларсан», А.Медведевăн «Сарă тулă», В.Погильдяковăн «Курай», В.Ухлин «Хĕрсем пир тĕртеççĕ» повеçĕсем, çамрăк авторсен калавĕсем, Валем Ахун, Ю.Вирьял, М.Волкова, А.Галкин, В.И.Давыдов-Анатри, Г.Ефимов, Н.Исмуков, А.Кăлкан, А.Лукин, Л.Мартьянова, Г.Орлов, Ю.Сементер, М.Сениэль, Н.Теветкел, В.Тимаков, В.Урташ, Г.Чаржов, П.Эйзин, Р.Сарпи, В.Энтип, А.Эсхель, А.Юман, П.Ялкир тата ытти поэтсен поэмисемпе сăвă ярăмĕсем пичетленчĕç. Асăннă произведенисенчен чылайăшĕ чăваш литература аталанăвĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнчĕ».

Лаврентий Таллеров, Хветĕр Агивер тĕп редакторсем те журналăн кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварчĕç. Пĕр вăхăт ăна Герман Желтухин тытса пычĕ.

Чылай нуша-терт витĕр тухма тиврĕ литературăпа искусство çыннисен иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче. Уççăн сывласа янипе пĕрлех укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен хĕсĕкки ура лартрĕ вĕсене. Çĕршывĕпех журналсен тиражĕ чакрĕ. Вулакансем сахалланни хумхантарать паян пурне те. Самана та хаçат-журнал ĕçне урăхларах йĕркелеме хистет. Çавна май «Тăван Атăл» çĕнĕлле тухма тытăнчĕ. Редакци ĕçченĕсем паян ăна пахарах кăларма тăрăшса кунĕн-çĕрĕн çанă тавăрса ĕçлеççĕ.

А.Тарасов,

«Тăван Атăл» журналăн

шеф-редакторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика