АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 20 çул – халăхпа пĕрле

00:00 14 января 2011 г.

Кĕçех пирĕн хаçат тухма пуçланăранпа 20 çул çитет. Кăткăс тапхăрта çуралнă «Хресчен сасси», çĕн йĕркелÿ пуçлансан. 1991 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче унăн пĕрремĕш номерĕ çутă курнă. Хаçата никĕслекенсем – Хресченсен союзĕ, ун чухнехи Апат-çимĕç хатĕрлес тата сутăн илес ĕç министерстви тата Агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз рескомĕ.

«Çак хаçата кăларасси пирки республикăри Хресченсен союзĕнче тĕрлĕ шайра темиçе хутчен сÿтсе явнă хыççăн çеç пурин те çирĕп пĕр шухăшлăх пулчĕ: хаçат кирлĕ, ăна хăвăртрах кăларма пуçламалла, унсăрăн хальхи саманара хресченсен, ялти халăхăн пурнăç шайне сыхлаймастпăр, лайăхлатаймастпăр», – асăрхаттарнă Хресченсен союзĕн председателĕ Аркадий Айдак.

Агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз рескомне ертсе пынă Петр Ивантаев çапла палăртнă: «Ялта çĕр ĕçченĕсемпе выльăх пăхакансем çеç мар, врачсем те, учительсем те, инженерсем те, вĕсен çемйисем, ачисем, çавăн пекех пенсионерсемпе инвалидсем те пурăнаççĕ. Хаçат вĕсемшĕн те шанчăклă тус пулса тăрĕ».

Чăваш халăх писателĕ Лаврентий Таллеров çĕнĕ хаçата пилленĕ май унăн кун-çулĕ çăмăл пулмасса туйнă-тăр. «Хăрушлăх çакăнта: ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе пирĕн улăпсем – «Коммунизм ялавĕпе» «Советская Чувашия» – нумай çыраççĕ.... Вĕсен пичевĕ çеç пул – пĕтрĕн, – систернĕ вăл. – Мĕн кирлĕ вулаканăн тусĕ пулса тăрас тесессĕн; Чи малтанах – профессиллĕ çÿллĕ шай. Ку ăнлавра – пысăк пĕлÿ те, анлă тавра курăм та, литература ăсталăхĕ те, ĕрĕхсе ыткăнакан фантази те, уçăмлă çирĕп позици те, хăюлăхпа хастарлăх та. Хăюлăх та çав! Пăшатан пек таçта та шăтарса кĕме хăраманни, ÿркенменни. Ку тĕлĕшпе эпир, чăваш журналисчĕсем, яланах мĕскĕнтерех пулнă... Тĕнче опытне аранах йышăнма хăюланса прессăна акă тинех тăваттăмĕш власть теме тытăнтăмăр...»

Çирĕм çул иртрĕ çÿлерех асăннă йĕркесене çырнăранпа. Пурнăçа кĕчĕç-и вĕсем, эсир хăвăр хаклама пултаратăр. Паллах, çăмăл пулмарĕ хаçат кун-çулĕ. Политиксем журналистсене ăнланманни те, çыравçăсем хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлайманни те, пĕр хушă хаçат тухманни те – темĕн те тупăнса пычĕ малтанхи пилĕк çулта. Халĕ «Хресчен сасси» ура çинче çирĕп тăрать тесен те йăнăш пулмĕ. Çук, мухтанни мар ку, хамăра хамăр хак пани. Хаçат хăй вырăнне тупрĕ, пирĕн вулакансен йышĕ чакмасть, эпир вĕсен кăмăлне шута илсех тăратпăр.

2000 çулта «Хресчен сасси» хаçат редакцийĕ патшалăх унитари предприятийĕ пулса тăчĕ. Тепĕр пилĕк çултан ун тавра литературăпа сатира журналĕсем – «Тăван Атăл», «Лик» – Литература. Искусство. Культура», «Капкăн» – пĕрлешрĕç. Пĕлтĕр предприяти «Атăл-Волга» Издательство çурчĕ» автономи учрежденийĕ пулса тăчĕ.

«Пĕрлĕхре – вăй», – теççĕ. Çакна шутласа ĕçлеççĕ паян «Хресчен сасси» хаçата кăларакансем. Çавăнпа эпир малашне те халăх шухăш-кăмăлне туйса, ял ĕçченĕсене пулăшма тăрăшса, ырă улшăнусем патнелле ăнтăлса вăй хурăпăр. Эсир те, хаклă вулакансем, яланах пирĕнпе пĕрле пуласса шанатпăр.

С. Павлов,

«Атăл-Волга» Издательство çурчĕн

директорĕ-тĕп редакторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика